Георгий Васильевич Краснов 1937 ҫулхи январӗн 30-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Йӗрхкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Явӑшри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан, Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен, Мускаври М.В.Ломоносов ячӗллӗ университетӑн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Советски МТС агрономӗ, «Знамя» колхоз агрономӗ тата председателен ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. Совет Ҫарӗнче Германире пулнӑ. Унтан вӑл комсомол путевкипе Поляр ункин леш енче вырнаҫнӑ Воркута хулине каять. Тундрӑра пӑлан ӗрчетекен «Заполярный» совхозӑн агрономӗнче, 30-мӗш шахта проходчикӗнче, Коми телерадиокомитетӑн Воркутари филиалӗн литсотрудникӗнче тата яваплӑ редактор заместителӗнче ӗҫлет.
1959 ҫулта ҫамрӑк журналиста Шупашкара Чӑвашрадиона чӗнсе илеҫҫӗ. Кунта Георгий Васильевич корреспондентра, редакторта, тӗп редакторта тата Телерадиокомитет председателӗн заместителӗнче вӑй хурать. Чӑваш писателӗсен X сьездӗнче ӑна Писательсен союзӗн правленийӗн яваплӑ секретарьне, XII сьездра — «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторне, XIV стьездра Писательсен союзӗн правленийӗн председательне суйлаҫҫӗ. Г.Краснов Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен союзӗн правленийӗн членӗ тата секретарӗ, СНГ ҫӗршывӗсенчи Писательсен союзӗн Пӗрлешӗвӗн ӗҫтӑвком членӗ пулнӑ.
1992—2002 ҫулсенче ҫыравҫӑ Шупашкарти Г.С.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицей-интернатӗнче ачасене литература творчествине вӗрентет, ҫав хушӑрах республикӑри Вӗрентӳ институчӗн аслӑ преподавателӗнче ӗҫлет. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 1995 ҫулта журналистика факультечӗ уҫӑлсан ӑна университетӑн ученӑй совечӗ журналистика кафедрин профессорне суйласа лартать. Унта ӗҫленипе пӗрлех вӑл чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче «Писатель ӗҫӗ» специализаци ертсе пырать.
Г.Красновӑн малтанхи сӑввисем Ҫӗрпӳ райхаҫатӗнче 1953 ҫулта пичетленеҫҫӗ. Каярахпа очеркӗсемпе калавӗсем республика хаҫачӗсемпе журналӗсенче курӑнма тытӑнаҫҫӗ. 1969 ҫулта Г.Краснова СССР Писательсен союзӗн членне йышӑнаҫҫӗ. Вӑл тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ 30 ытла кӗнеке авторӗ. Вӗсен шутӗнче 9 роман: «Ҫамрӑклӑх пӗрре килет», «Июнь вӗҫӗнчи виҫӗ кун», «Кӗвӗҫекене кӗве ҫиет», «Ӗмӗр тикӗс килмест», «Телей патне виҫӗ ҫухрӑм», «Пуҫсӑр юланутсен эскадронӗ» т.ыт.те.
Георгий Васильевич ача-пӑча литературин аталанӑвне те пысӑк тӳпе хывнӑ. Унӑн «Улӑхра курсан чечек», «Катӑк чӗлӗм», «Матрос карттусӗ», «Шывармань», «Кавар», «Пӗчӗк кӗтӳҫсем» тата ытти повеҫӗсене ачасем юратса вулаҫҫӗ. Вӑлах — чӑваш литературинче наукӑллӑ фантастика тата детективлӑ литература жанрӗсене аталантаракансенчен пӗри. Вулакансем унӑн «Сарамат пӗкки», «Асамлӑ ҫӑлкуҫ», «Тинӗсре тупнӑ ҫӗрӗ», «Урапа ҫинчен ӳксен», «Шыв типнӗ каҫ» повеҫӗсемпе интересленсех паллашаҫҫӗ. Республикӑра унӑн «СНП» хыпар ямасть...», «Карач Иванов тата Берия», «Чутай чӑвашӗпе Камо тата Сталин», «Татнӑ урари хывӑнман пушмак» повеҫӗсене те лайӑх пӗлеҫҫӗ.
1970 ҫулта писатель «Ҫурҫӗрччен — ҫур сехет» ятлӑ пӗрремӗш пьеса ҫырать. Ӑна Ҫамрӑксен театрӗнче «Шупашкарӑм, Ҫӗнӗ Шупашкар» ятпа 5 ҫул хушшинче 400 хут лартаҫҫӗ. Чӑваш телевиденийӗ унӑн нумай сериллӗ «Элеш», «Авалхи кермен вӑрттӑнлӑхӗ», «Ют хӗрарӑм» телепьесисене кӑтартать. К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче «Хӑмла» комедине, Чӑваш оперӑпа балет театрӗнче вӑл ҫырнӑ либреттӑсемпе А.Васильевӑн «Чакка» оперине, Т.Фандеевӑн «Хӳри вӗҫне туй килсен...» опереттине сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. Халӑх театрӗсенче унӑн «Савни савнине илет», «Ир такӑнсан — каҫчен», «Элӗк урлӑ Эгере» пьесисем ӑнӑҫлӑн пыраҫҫӗ. Ҫыравҫӑ 30 ытла радиопьеса авторӗ.
Г.Красновӑн «Тают снега», «Все от любви» тата «Сломанная трубка» кӗнекисем Мускавра, «Катӑк чӗлӗм» кӗнеки кӑркӑсла Бишкекре, «Илвеш левех» фантастика кӗнеки белорусла Минскра пичетленнӗ.
Г.В.Краснов писатель ҫеҫ мар, публицист та, тӗпчевҫӗ те. Филологи наукисен кандидачӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университечӗн издательствинче чӑваш очеркӗсем ҫинчен «Илемлӗ текст поэтики», «Вӑрҫӑ очеркӗсем», икӗ кӗнекеллӗ «Чувашский очерк», Мускаври «Республика» издательствӑра «Горизонты» монографисем пичетлесе кӑларнӑ. Унӑн ҫыру сӗтелӗ ҫинче ҫӗнӗ произведенисен алҫырӑвӗсем ҫуралсах пыраҫҫӗ. Ӑнӑҫлӑн ҫитсе пыччӑр вӗсем вулакансем патне!
Г.Краснов Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. 1979 ҫулта ӑна «Ӗмӗр тикӗс килмест» романшӑн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премие панӑ. 2003 ҫултанпа — Чӑваш халӑх писателӗ.
Ку статьяна «Хӗрлӗ тюльпан» (2004) кӗнекерен илнӗ, авторӗ паллӑ мар.